Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +24.3 °C
Тӗпсӗр ҫынна тӗмен ҫитмен.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Ҫӗнӗ шупашкар

Паллӑ ӗнтӗ, пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, Раҫҫейре президент суйлавӗ иртет. Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче вӑл кун икӗ хулана пӗрлештермелли ыйтӑва татса парӗҫ — референдум иртӗ. Ҫапах та, икӗ хулана пӗрлештерес умӗн хула пуҫлӑхӗсен умӗнче тепӗр ыйту тӑрать — Питтукасси патӗнчи каяш вырӑнне урӑх ҫӗре куҫарасси. Ку каяш вырӑнӗ 1984 ҫултах тулса ҫитнӗ ӗнтӗ, анчах та Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисем ҫывӑхӗнче урӑх вырӑн тупма йывӑр пулнӑран (халӑх йышлӑхӗ пысӑк, тата пушӑ вырӑнсем ҫук) ӑна куҫарас ыйтӑва халӗ те татса паман.

Каяш вырӑнӗн ыйтӑвне пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнче татса парасшӑн. Тутаркасси ял тӑрӑхӗнче ку кун референдум иртӗ, ял тӑрӑхӗн ҫыннисен Тури Макаҫ ялӗ ҫывӑхӗнче ҫӗнӗ каяш вырӑнне тума килӗшнипе килӗшменни пирки хуравламалла пулӗ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Чӑваш Енре Шупашкара тата унран 20 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ Ҫӗнӗ Шупашкара пӗрлештерес ӗҫе пуҫарӑннӑ. Ку ыйтӑва 30 ҫул каяллах лартнӑ пулин те ӑна кӑҫалхи раштавӑн 14-мӗшӗнче кӑна сӳтсе явма килӗшнӗ.

Ыйтӑва сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн 2008 ҫулхи пуш уйӑхӗн 2-мӗшне палӑртса хунӑ РФ президенчӗн суйлавӗ вӑхӑтӗнче референдумсем иртӗҫ. Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар ҫыннисем ку ӗҫе ырлаҫҫӗ пулсан Чӑваш Енре 580 пинлӗ ҫӗнӗ хула йӗркеленӗ.

Халӗ Шупашкарта 460 пин, Ҫӗнӗ Шупашкарта 120 пин патнелле ҫын пурӑнать. Ҫӗнӗ Шупашкар ҫыннисенчен нумайӑшӗ Шупашкара ӗҫе ҫӳрени паллӑ ӗтнӗ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти троллейбус паркӗ Сатӑру облаҫӗнчи Энгельсра туса кӑларнӑ ҫӗнӗ троллейбуспа пуянланчӗ. Ҫӗнӗ Ҫулччен тата тепӗр троллейбус килмелле. Пӗртӗр пурӗ 3 троллейбус туяннӑ пулнӑ.

Сӑмах май, Ҫӗнӗ Шупашкарта халӗ пурӗ 57 троллейбус ӗҫлет. Канмалли кунсенче 35-36 троллейбус, ӗҫ кунӗсенче 46 ӗҫлеҫҫӗ. Хулара ҫӑвӑн пекех ятарласа ерешленӗ "туй", "ача-пӑча" ятлӑ троллейбуссем те ҫӳреҫҫӗ

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Ҫӗнӗ Шупашкар ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ Химпром предприятинче ӗнер 20 сехет каҫхине пӗр цехӗ сирпӗнсе кайнӑ. Сирпӗннӗ хыҫҫӑн пушар пуҫланнӑ. Пушарне 23 сехет тӗлне сӳнтернӗ пулин те таврара ҫынсем усал шӑршӑ сарӑлни ҫинчен пӗлтернӗ. Экологсем пӗлтернӗ тӑрӑх нимӗнле сиенлӗ газ та сывлӑша лекмен, лару-тӑру япӑхланман. Роспотребнадзор вара хӑш-пӗр веществосем сывлӑшра юрӑхлӑ шайран ытларах пулнине палӑртнӑ: дифосфор пентаоксид ПДК-ран 5,33 хут пысӑкрах пулнӑ, углерод оксичӗ 1,8 ПДК, азот диоксичӗ 2,5 ПДК пулнӑ.

Ултӑ ҫын аманнӑ. Вӗсем пурте пушарниксем, пушара ахаль тумпа сӳнтерме кӗнӗ пирки сиенленнӗ. Шупашкарта ку пӑтӑрмах пирки ыйтса пӗлмешкӗн хӗрӳ телефон та уҫнӑ: (8352) 44-14-28

 

Нарӑсӑн 5-мӗшӗнче «Химпромра» ҫӗнӗ директора суйланӑ. Вӑл вырӑна малашне Виктор Максимов йышӑнӗ. Тӑватӑ ҫул каялла вӑл вырӑна йышӑннӑ Виктор Стародубцев вара «Химпром» директорӗсен канашӗн председателӗ вырӑнне малашне йышӑнӗ.

 

Максимов Виктор Александрович 1952 ҫулхи пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Удмурти Республикинчи Глазов хулинче ҫуралнӑ. 1974 ҫулта Уралти политехника институтне пӗтернӗ. Химпромра 1976 ҫултанпа ӗҫлет. Юлашки пилӗк ҫул хушшинче тӗп директор ҫумӗ, техника пайӗн директорӗ, 4 номерлӗ уйрӑм заводӑн директорӗ вырӑнӗсене йышӑннӑ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Страницӑсем: 1 ... 190, 191, 192, 193, 194, 195, 196, 197, 198, 199, [200]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (30.05.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Пулӑм хыҫҫӑн пулӑм ҫаврӑнӗ кӑна. К у- тунтикунччен. Унччен пурнӑҫламан ӗҫсемпе тивӗҫсене халӗ тытма тивӗ. Ӗҫтешсенчен е пӗлӗшсенчен пулӑшу ыйтӑр. Канмалли кунсенче кӑмӑллӑ пуллашу е пулӑм кӗтет.

Ҫу, 30

1913
112
Пуршев Федор Иванович, медицина ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, офтальмолог ҫуралнӑ.
1942
83
Сокольников Петр Фадеевич, патшалӑх ӗҫченӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та